Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăнăçлă ăмăртрĕç

Альметьевск хулинче РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Зуфар Шайдуллин ячĕпе Пĕтĕм Раççейри 3-мĕш турнир иртрĕ. Унта “Ак-Барс” спортклуб команди те хутшăнчĕ. 32 килограмлă виçере Ильнар Тараков 1-мĕш, Риназ Садаров 2-мĕш, 39 килограмлă виçере Марат Купкенов 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Командăна ăмăртăва кайса килме Минсевил, Минреис, Минсур Янышевсем, Асхать Карама, Ринат Абдулвалеев, Минсеит, Расыйх Купкеновсем, Фенис Абелдеев, Минреис Алеев, Камиль Салихов, Минвазыйх Кеметов, Фиргиз Хисамутдинов, Дамир Земдиханов спорт ту-сĕсем витĕмлĕ пулăшу пачĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 апреля 2008
00:00
Поделиться