Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕр пулăхлăхне ÿстермеллех

Пытарма кирлĕ мар, юлашки çулсенче çĕр пулăхлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлеме пăрахрăмăр тесен те юрать. Çĕр ĕç культури, органикăллă удобренисемпе усă курасси палăрмаллах чакрĕ. Минераллă удобренисен хакĕ ÿснĕ хыççăн унпа апатлантарассин калăпăшĕ те пĕчĕкленчĕ. Эрозие хирĕçле ĕçсем, мелиораци пирки те çавнах каламалла. Вĕсене тăвайманран çĕрĕн пулăхлă сийĕ çырмана юхса каять.

Сухаласа акăнакан çĕрсен пайне хушма тата фермер хуçалăхĕсене уйăрса панă. Вĕсенче те минераллă, органикăллă удобренисемпе çителĕклех усă кураймаççĕ.

Çĕр пулăхлăхне пĕтерсе хума вăхăт нумаях кирлĕ мар. Лайăхлатма вара – вуншар çул. Апла ан пултăр тесен агрохимилле ĕçсене çулленех туса пымалла. Ку тĕлĕшпе гумусăн усси пысăк. Унра ÿсен-тăрана кирлĕ пур тутлăхлă элемент та пур. Пĕр тонна улăма 5-10 кг азотлă удобрени хушни 3 тонна ай-сарăм тислĕкĕпе танлашать. 1 гектартан 20-30 центнер тухăç панă улăмпа пĕрле çĕр çине 10-15 кг азот, 5-8 кг фосфор, 18-24 кг кали, çавăн пекех углерод, микроэлементсем каялла таврăнаççĕ.

Çак тĕллевпе иртнĕ çул Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Труд”, “Чулпан”, “Звезда”, “Батыревский”, “Исток” хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ, энерги перекетлекен технологипе усă курса, 2985 гектар улăма вĕтетсе çĕр сийне хурса хăварнă. Кашни пилĕк çулта пĕрре районти ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен çĕрĕсен сийне агрохимилле тĕпчев тăватпăр. Юлашки тĕпчев 2006-2007 çулсенче пулнă. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх, картографи никĕсĕ хатĕрлетпĕр. Проектпа смета документацийĕ тунă хыççăн “Батыревская МТС” ОАО агрохимилле ĕçсем пурнăçлать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 апреля 2008
00:00
Поделиться