Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăхăт васкатать

Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Хуçалăхсенче çак хĕрÿ тапхăра кĕтсе илме мĕнле хатĕрленеççĕ-ха; Вăрлăх пахалăхĕ мĕнле шайра; Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне иккĕмĕш хут тĕрĕслеттернĕ хыççăн çакă курăнчĕ: хальлĕхе 42742 центнерĕ (88 процент) ака кондицине ларнă. 25 хуçалăхран 15-че акма юрăхлă вăрлăх 100 проценчĕпех кондициллĕ.

Сутлăх вăрлăхпа ĕçлекен тăватă хуçалăхра сортсене çĕнетес, улăштарас тĕл-левпе çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 33, 5 тонна кÿрсе килнĕ.

“Малалла”, “Красное знамя”, “Труд”, “Батыревский” хуçалăхсенче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче сутлăх сортлă вăрлăх çителĕклĕ. Сортлă вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенче ку хисеп 775, 7 тоннăран та иртет.

Юлнă вăхăтпа усă курса, ытти хуçалăхсенче те пĕрчĕллĕ тата пăрçă йышши культурăсен вăрлăхĕсене ака стандартне çитерес, кондицие лартас, çитмен вăрлăхсене тупса туянас тĕлĕшпе ĕçлемелле. Ан манăр: кая юлсан, каю шăтать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 марта 2008
00:00
Поделиться