Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшулăхĕ пысăк

Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ тенĕ авалтан ваттисем. Çак сăмахсем чăн пулнине эпир хамăр тĕслĕхсемпе курма пултаратпăр. Кĕнекепе туслă çын çеç лайăх вĕренет, тĕрлĕ олимпиадăпа конкурсра малти вырăнсене йышăнать. Çак тĕслĕхе манăн Турханти вăтам шкулти Р. Горшкова  илсе кăтартас килет. Кунта вăл 8-мĕш класа вĕренме килчĕ. Малтанах хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Кашни чĕрĕке “5” паллăпа вĕçлерĕ. Русланăн вĕренÿри талантне курса учительсем тата нумайрах кĕнеке вулама сĕнчĕç. Хастарлăхне пула тĕрлĕ материала компьютертан илсе те вĕренчĕ. Халĕ кашни олимпиадăна хутшăнать, шкул чысне çĕклет. Руслан 10-мĕш “а” класра вĕренет, физикăпа математика профиллĕ класа çÿренишĕн хĕпĕртет, мĕншĕн тесен çак предметсене юратать. Алла аттестат илсен Руслан физика тата математика енĕпе каясшăн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 марта 2008
00:00
Поделиться