Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Регионсем хушшинче – пĕрремĕшсем

Хусанта тутар чĕлхипе литературине тĕплĕн пĕлессипе аслă классемпе регионсем хушшинче иртнĕ олимпиадăра Чăваш Республикинчен кайнă команда шанчăклă çĕнтерÿпе таврăннă, 19 регионтан пĕрремĕш вырăн йышăннă. Республика чысне хÿтĕленисем хушшинче Шăнкăртамри вăтам шкулта вĕренекен Г.Еремеева та пулнă. Вăл 11-мĕш классем хушшинче тутар чĕлхипе те, литературипе те иккĕмĕш вырăн йышăннă. Команда ертÿçи Г.Абейдуллова учительница каланă тăрăх, олимпиадăна хутшăннă ытти вĕренекенсем те малти вырăнсене йышăннăран, пĕтĕмĕшле кăтарту лайăх пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 марта 2008
00:00
Поделиться