Мухтанатпăр Настьăпа
4 çултанпах Настя спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçланă. 6 çулта республикăра ирĕклĕ майпа кĕрешсе иртнĕ тупăшура пурне те тĕлĕнтернĕ. 7 çулта чухне çемье командисен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Алă вăйĕ виçсе Настя хăйĕнчен аслă арçын ачасене парăнтарнă. Малашнехи çемье конкурсĕсенче нумай хутчен çĕнтернĕ Медведевсем. Настя ачасенчен чи маттурри пулнă. Шкулта, районта иртекен тĕрлĕ ăмăртура: йĕлтĕрпе, çуран чупса, ирĕклĕ майпа кĕрешсе, çÿллĕшне сиксе, теннисла выляса, алă вăй виçсе хĕр ача нумай-нумай хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Районта çулсерен А.Деверинская, В.Маркиданов, Ф.Краснова, А.Ундеров, “Авангард” хаçатăн призĕсемшĕн çуран тата йĕлтĕрпе чупса иртекен ăмăртусенчен яланах грамотăсемпе таврăнать хĕр. “Президент ăмăртăвĕсенче” 2005 тата 2006 çулсенче шкул команди пĕрремĕш тухма пултарчĕ. Республикăри çакăн пек ăмăртура вара Настьăпа унăн юлташĕсем иккĕмĕш пулчĕç.
2007 çулта Медведевсем районта çемье конкурсĕнче çĕнтерсе, республикăра лайăххисен шутне кĕме пултарчĕç: “Спорт çемйи” номинаципе Н.Федоров Президентран хаклă парне илме тивĕç пулчĕç.
Çемьесен ăмăртăвĕнче республикăра пĕрремĕш, “Советская Чувашия” хаçатшăн чупса вара эстафетăра иккĕмĕш тухни питĕ пысăк чыс. Икĕ хут каратэ енĕпе тĕнче чемпионĕн Н.Алешев парнишĕн йĕлтĕрпе чупса Настьăран икĕ çул никам та иртеймерĕ.
Настя ташлама ăста. Амăшĕ ертсе пыракан “Ассорти” ушкăна çÿрет вăл. Республикăри “Адрес детства – Россия” тата “Движение и вдохновение”, пĕтĕм Раççейри “А память нам покоя не дает” конкурссен лауреачĕсем вĕсем. Турцире иртнĕ Пĕтĕм Тĕнчери фестивальтен илсе килнĕ диплом вара – чи хакли. Тĕрлĕ грамотăпа диплом шучĕ Настăн 80! Мĕн чухлĕ парнене, медале тивĕçмен-ши тата вăл! Вĕренÿре “