Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коллективран харăсах 17-ĕн парти билечĕ илнĕ

Юлашки вăхăтра Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ “Единая Россия” партин членне илессипе хастар ĕçлет. Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче çеç партин районти уйрăмĕн ертÿçи А.Казенов харăсах 17 интернат работникне парти билетне илме тивĕçлĕ пулнă ятпа саламланă, вĕсене парти ят-чысне яланах çÿлти шайра тытма ырă суннă. Çак кунсенче çеç интернатранах тепĕр çирĕм вăйпитти асăннă партин ушкăнне кĕме ыйтса çырнă. Йыш хушăнса пыни савăнтарать. Çавăнпа та малашне Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ вырăнтах, хăйсен патĕнчех партин пуçламăш организацине уçасшăн. Кун валли вĕсен нимĕнле чăрмав та пулмĕ тесе шутлаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 марта 2008
00:00
Поделиться