Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕнекепе туслă çемье

Еншикри ял библиотекинче “Атте, анне, эпĕ – кĕнеке тусĕ” ятпа эрнелĕх ирттернĕ. Вулавăш ĕçченĕсем ăна Ырă ĕçсен çулталăкне тата культура ĕçченĕсен кунне, Раççей шайĕнче ят панă Çемье çулталăкне халалланă. Эрнелĕхе ятарласа тăхăр çемье хутшăннă. Çак тапхăрта вĕсем чăн-чăн вулав тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Чăн малтанах Н.Маслова библиотекарь конкурса хутшăнакансене чăваш литературин пуянлăхне, ăна пĕлнине, ют çĕр-шыв классикĕсемпе епле çывăх пулнине тĕрĕсленĕ, ытти кăсăклă тупăшусем йĕркеленĕ. Эрне вулаканшăн усăллă та, интереслĕ те иртнĕ. Тĕп парнене – ача-пăча кĕнекисене Мезеветовсен туслă çемйи çĕнсе илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 марта 2008
00:00
Поделиться