Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

И. Хитров призĕсемшĕн

Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкул спортзалĕнче И.Хитров ячĕпе хисеплекен йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Иван Федорович тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та халĕ те сывлăх хуралĕнче ĕçлет-ха.

Кăçалхи турнира хĕрарăмсен тăватă, арçынсен виçĕ команди хутшăнма кăмăл тунă. Волейболистсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, тĕп больницăн главнăй врачĕ Н.Тинюков килнĕ. Иван Федоровичпа унччен пĕрле пĕр командăра вылянă В.Бородкин, Н.Козлов, А.Долгов, В.Козлов спорт ветеранĕсен ячĕпе Р.Сафиуллов саламларĕ.

Хĕрарăмсен командисем физкультурăпа спорт комплексĕн, арçынсен командисем Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш шкулăн спортзалĕнче вылярĕç. Чи малтан ДРСУпа Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ял командисем вылярĕç. Хăнасем 3:0 шутпа çĕнтерчĕç. ДРСУ командине районăн пĕрлештернĕ команди те çĕнтерчĕ. Пĕрремĕш вырăншăн тупăшма вара площадкăна Нĕркеç ял командипе районăн пĕрлештернĕ команди тухрĕç. Командăсем пĕр-пĕринчен очко çине очко выляса илсе пырса шута 13:13 çитерчĕç. Районăн пĕрлештернĕ командинче С.Долговпа С.Викторов тапăнса вылякансем шута 15-е çитерчĕç, тапхăра 15:13 шутпа вĕçлесе 3:2 шутпа çĕнтерчĕç. Юлашкинчен судьясен коллегийĕ турнирта “Чи лайăх тапăнса вылякан” ята районăн пĕрлештернĕ командăри С.Долгова пачĕ. “Чи лайăх пас парса тăракан” ята хăнасен командинчи В.Гладкова пама йышăнчĕç.

Турнирта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул хĕр ачисем пурне те парăнтарса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Сывлăх хуçисем иккĕмĕш вырăна тухрĕç, виççĕмĕшĕнче вара Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти хĕр ачасем. Çак турнира физкультурăпа спорт комплексĕнче ĕçлекенсенчен команда тăратни те кăтартуллă. Хĕрарăмсен командисен хушшинче “Чи лайăх вылякан” ята судьясен коллегийĕ пĕр саслă пулса Ольга Козловăна пачĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 марта 2008
00:00
Поделиться