Агропромышленность аталанать – пурнăç лайăхланать
Укçана ĕçлесе
илмелле
Тĕллеве, паллах, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пулăшнипе пурнăçа кĕртесшĕн.
– Паянхи кун, рынок тапхăрĕнче, вăл пулăшмасăр пурăнма майĕ те çук пулĕ, – тет район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков. – Укçа пулă хуппи мар, ăна ĕçлесе илме пĕлмелле. Çĕр çине хывнă укçаран та тупăш курмалла. Çак тĕллевпех аталаннă, ура çинче çирĕп тăракан предприятисемпе организацисене, пайтаçăсене пĕр-пĕр юхăннă хуçалăха шефа илме чылай ÿкĕтлетпĕр. Шанчăк паракан хуçалăхсем, паллах, пирĕн районта çук мар. Сăмахран, Ленин ячĕллĕ, “Малалла”, “Труд”, “Красное знамя”, “Звезда”, “Батыревский”, “Исток” тата ытти те. Район 38824 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 140, 9 пин тонна çĕр улми, 28, 5 пин тонна пахча çимĕç, 27, 3 тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтернинче вĕсен тÿпи калама çук пысăк. Чылайăшĕ кÿршĕ хуçалăхсен çĕрĕсене те пушă вырттармаççĕ.
Иртнĕ çул хуçалăхсем çĕр çинче çитĕнтернĕ продукцие сутса 59 миллион тенкĕ тупăш курнă.
Талăкра – 10-шар килограмм
Иртнĕ çул районти ял хуçалăх предприятийĕсем – 6040, хресчен фермер хуçалăхĕсем – 504, хушма хуçалăхсем 26267 тонна сĕт суса илнĕ. Сĕт сутса 1 миллион та 258 пин тенкĕ тупăш курнă.
Хальхи вăхăтра районти пур тытăмри хуçалăхра талăкра
Кооперативсен
усси пысăк
Наци проекчĕ ял хуçалăх отрасльне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕ. Йывăрлăха лекнĕ чылай хуçалăха малалла утма, аталанма вăй хушрĕ вăл. Ял çыннишĕн те усăллă пулчĕ. Икĕ çул хушшинче 2441 çемье 400 миллион те 576 пин тенкĕ кредит илнĕ, хушма хуçалăха аталантарма усă курнă.
Районта 22 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ ĕçлет. Вĕсене халăхран сĕт, аш-какай, пахча çимĕç, çĕр улми пуçтарас тĕллевпе уçнă. Халĕ ял çынни хăй çитĕнтернĕ продукцие пĕр чăрмавсăрах вырнаçтарма пултарать. Кооперативсем ял хуçалăх продукцине туяннипе пĕрлех халăха тĕрлĕ йышши пулăшу кÿреççĕ. Выльăх апачĕпе, ветпрепаратсемпе, гербицидсемпе тивĕçтерме, груз турттарма пулăшаççĕ. Кооперативсен ĕçĕпе халăх кăмăллă.