Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕмĕтпе пулар 17-ре

Районти тĕслĕхлĕ библиотекăн вулав залĕнче çыравçăсен “Мехел” литература клубĕн черетлĕ занятийĕ пулчĕ. Унта районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Шăпах çавсем ĕнтĕ тăван чĕлхене сĕткен паракансем, тăван çырулăх малашлăхĕшĕн хыпса çунакансем, чун хĕлхемĕпе сăвă-калав шăрçалама ачасене явăçтаракансем, сумлă, ăсталăх ахах-мерченĕпе çиçсе тăракансем, шухăш-туйăм сулмаклăхĕпе тыткăнлакансем, ĕçченсен кăмăл пуянлăхне чухлама пĕлекенсем, талантлăскерсем, янăравлă сăмах ăстисем, паттăрлăха, туслăха, чăнлăха кун кăтартакансем, çăл куç пек тапса тăракан талантсене çул уçса пама пулăшакансем. Вĕсен çак енĕсене тĕп библиотека ертÿçин çумĕ Н.Мазякова та палăртрĕ. Пухăннисене поэзи кунĕпе саламларĕ.

Иккĕмĕш çул ĕçлет “Мехел” клуб. Çак хушăра сăвă çырма пуçăнакансемпе, поэзи анинче тарăн йĕр тунисемпе ĕç туман мар. Черетлĕ ларăвăн тепĕр сăлтавĕ те пулчĕ. Клуб ертÿçи В.Алексеева 55 çул тултарчĕ. Чĕлхеçĕсен ăна саламлама мехелĕ çитрĕ. Юбиляр çитĕнĕвне палăртса хăйсен ĕç кун-çулне те çутатма тăрăшрĕç вĕсем.

Район пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ Р.Селиванов, тĕп библиотека директорĕ Н.Исаева, Треньелĕнчи шкулти В.Алексеева, Сăкăтри вăтам шкулти Н.Тинюкова, Çĕньялти вăтам шкулти М.Мадюкова, Туçари вĕрентÿ центрĕнчи Т.Табакова учительсем тата ыттисем ăш пиллĕ салам сăмахĕсем каларĕç.

Библиотека ĕçченĕсем юбиляр кун-çулне компьютерпа сăнласа хатĕрленĕ ĕçпе пурте пĕрле паллашрĕç.

Юн вĕресен, чун вĕресен, çумра 77 юлташ пулсан ура çине тăн-тăн пусма пулать. Митта Ваçлейĕ калашле, сывлăх пуян пулни те паха. Çаксем çитеççĕ-ха юбилярăн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 марта 2008
00:00
Поделиться