Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Тутарстан Республикинчи Альметьевск хулинче “Татнефть” уçă акционер пĕрлешĕвĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ иртнĕ. Унта Раççейри 22 регион атлечĕсем хутшăннă, вăл шутра – Чăваш Республикинчен те.

Çак турнирта Шăнкăртамри “Ак-Барс” спортклуб кĕрешÿçисем аван тĕслĕх кăтартнă. Акă, 32 килограмм виçеллисем хушшинче Марат Купкенов пĕрремĕш, 39 килограмм виçеллисенчен Ильназ Чабатов иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ытти спортсменсем те начар мар тупăшнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 марта 2008
00:00
Поделиться