Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уçман çереме» кам уçĕ?

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче, район-хула пуçлăхĕсен канашĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен Канашăн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна Николай Федоров Президент ертсе пынă.

Пĕрлехи лару “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе республикăра мĕнле ĕçленине, “Раççей гражданĕсене – туянма май пур тата хăтлă хваттерпе тивĕçтересси”, çурт-йĕр тăвакан “ИСК” ООО комбинат малашлăхĕ пирки, экологи хăрушсăрлăхĕ туса хурасси тата ытти ыйтăва пăхса тухнă.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртни ял хуçалăх продукцийĕн паха-лăхĕпе тата продукци хакĕпе, çынсем çĕрпе мĕнлерех усă курнипе çыхăннă.

ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев республика агропромышленность комплексĕнче приоритетлă наци проектне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.

Аш-какай туса илесси пĕлтĕрхипе танлаштарсан ÿснĕ, çав вăхăтрах кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне сăвакан ĕнесен йышĕ 1, 2 процент, сыснасен йышĕ 9 процент чакнă.

Республикăра уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхсен 14, 6 проценчĕ патшалăхран çăмăллăх кредит илнĕ. Ку енĕпе Патăрьел районĕнчи Патăрьел ял тăрăхĕ уйрăмах пуçаруллă (38 процент).

“Çак процентсем ял халăхĕн малашлăх пуррине çирĕплетеççĕ. Вырăнти влаçăн харпăр хăй çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшмалла”, – тесе палăртнă Президент.

Ларура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕçре пысăк çитменлĕхсем пуррине палăртнă. Чăваш Ен Ял хуçалăх тата Пурлăх министерствисем, муниципалитет районĕсемпе федерацин Чăваш Республикин территорийĕнчи органсем ял тăрăхĕсене инвестици хывма чăрмантараççĕ. Вĕсене Президент çивĕч критикленĕ.

Президент çакăн пек çирĕп тĕллев палăртнă – кăçал республикăра 50 пин гектартан кая мар çĕр лаптăкне çĕнĕрен çаврăнăша кĕртмелле.

Строительство министрĕ А.Гончаров “Раççей гражданĕсене – туянма май пур тата хăтлă хваттер” приоритетлă наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнипе паллаштарнă. Пĕлтĕр Чăваш Енре 1 миллион та 4, 3 пин тăваткал метр хваттер тунă, ку 2006 çулхипе танлаштарсан – 117, 5 процент. Уйрăм çынсен вăйĕпе 684, 4 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă.

Экологи хăрушсăрлăхĕ çинчен ыйту сÿтсе явнă чухне Президент хытă каяшсене ирĕке тĕлли-паллисĕр кăларса пăрахакансенчен çирĕп ыйтмаллине палăртнă. Ку ыйтупа халăхра ăнлантару ĕçне тĕпрен вăйлатмалла, организацисен ертÿçисен çÿп-çапа пухма тата ирĕке илсе тухма килĕшÿ тумалла. Президент çуркунне “Çÿп-çапа хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх” ирттерме сĕннĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 марта 2008
00:00
Поделиться