Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турниртан – призпа

Ханты-Манси автономи округри ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ В.Н.Семеновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнира пирĕн район представителĕсем те хутшăнчĕç. 1981 çулта çуралнă Александр Цветков 50 килограмлă виçере уйрăммăн кĕрешсе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унта республикăн пĕрлештернĕ команди кайма сăлтавĕ те пур. Владимир Николаевич Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ, Нефтеюганск район пуçлăхĕ. Турнирта 31 команда, 192 спортсмен тупăшнă. Унта Раççейĕн 23 регионĕнчи кĕрешÿçĕ хутшăннă. Çавăн пекех Испани, Германи, Иран, Турци, Латви, Азербайджан çĕр-шывĕсенчен те килнĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Чăваш Енри федерацийĕн президенчĕ Павел Семенов турнир сумĕ çулсерен ÿснине палăртрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться