Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туберкулез çинчен мĕн пĕлмелле?

Туберкулез мĕн тери хăрушă пулнине Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организаци пĕтĕмлетĕвĕсем те аван çирĕплетеççĕ.

Туберкулез микробĕсем питĕ чăтăмлă. Тусан ăшĕнче виçĕ уйăх таран, сурса пăрахнă сурчăкра пĕр уйăх пурăнма пултараççĕ. Вĕсем тăпрара, шывра, нÿрлĕ тата тĕттĕм пÿлĕмре çулталăкчен, урайĕнче, стена, алăксем çинче ултă уйăхчен те вилмеççĕ. Сивве чăтаççĕ. Хĕвел вара вĕсене 1-2 сехетре, ультрафиолетовăй пайăркасем 5-6 сехетрех тĕп тăваççĕ. Вĕрекен шывра 5 минутра, хлораминра çийĕнчех вилеççĕ.

Туберкулезпа чирлĕ çынсемпе чĕр чунсем сыввисемшĕн чир çăл куçĕ пулса тăраççĕ.

Пирĕн çĕр-шывра 1952 çултанпа тин çуралнă ачасене туберкулезран сыхланмалли прививкăсем тăваççĕ. Вĕсем ыттисенчен 4-6 хут сахалтарах чирлеççĕ. Прививка тунă хыççăн вĕсенче чире хирĕç тăма пултаракан иммунитет аталанать. Хăйсене хăйсем упрамасăр теветкеллĕ хăтланни вара инкек патне илсе пырать. Шăпах çавăн пеккисенчен 10 проценчĕ туберкулезпа чирлет. Унта çакăн пек факторсем кĕреççĕ: туртни, алкогольпе алхасни тата наркотиксемпе усă курни, ĕçпе тата кăмăл-туйăм тĕлĕшпе халран кайни, тĕрĕс мар апатланни, сахăр диабечĕпе, вар-хырăм язвипе, психика, сывлав, ар органĕсен чирĕсемпе аптракаласа тăни.

Чире ертме тата аталантарма туберкулезăн пĕр пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн пĕр органне те хĕрхенсе тăмасть. Уйрăмах ÿпкене вăйлă сиенлет, çак орган инфекци кĕмелли “тĕп хапха” пулса тăрать. Унтан кăкăрăн лимфа тĕввисене куçать, кайран юн тăрăх пур организма та саланать. Ытларах шăмă системи, пÿре, хĕрарăмпа арçыннăн ар органĕсем, куç, лимфа тĕввисем сиенленеççĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртмасан, сипленме пуçламасан туберкулез вăйланать. Кун пек чухне сывлама йывăрланать, чĕре йĕркеллĕ ĕçлемест, ÿт-пÿ температури ÿсет. Инфекци пуç мимине лексен туберкулез менингичĕ те пуçланма пултарать. Пуç чăтмалла мар вăйлă ыратать, температура хăпарать, хăстарать.

Ÿслĕк вăхăтĕнче ÿпкерен юн тухать, вăйлăрах кайма та пултарать.

Туберкулезпа сиенленес мар тесен мĕн тумалла-ха; Организма сиенлекен пур факторсенчен те пăрăнмалла. Ялан ÿсĕрекен çын та туберкулезпа чирлĕ пулма пултарать. Çавăнпа та хăвăр хушшăрта 3 эрне пĕр чарăнмасăр ÿсĕрекене асăрхасанах врачран пулăшу ыйтма сĕнĕр. 15 çул тултарнă кашни чирлĕ çыннăн флюоро-графи витĕр тухмалла.

Уйăхлăх вăхăтĕнче районти тĕп больницăра уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Вĕсенче çĕнĕ аппаратурăсемпе флюрографи витĕр тухма пулать. Мартăн 29, апрелĕн 5, 12, 19-мĕшĕсенче ку енĕпе сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн анализсем пама пулать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться