Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп ыйту – çур аки

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнчи тĕп тема – çурхи ака-суха ĕçĕсем. Район пуçлăхĕ Н.Глухов вырăнсенче çур акине тĕплĕн хатĕрленмелли пирки каланă. Çак тĕллевпе кирлĕ чухлĕ пахалăхлă вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени, юсав пайĕсем хатĕрлемелле.

АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков ĕççи вăхăтĕнче обществăлла пурлăха йĕрке хуралçисемпе пĕрле çирĕп контроллесе тăрас тĕлĕшпе хытă тимлемеллине каланă. Çанталăка сăнакансен кăтартăвне ĕненес пулсан, кăçал ака-суха ĕçĕсем каярах пуçланмалла. Çакă хуçалăх ертÿçисен, специалистсен лăпланса лармаллине пĕл-термест.

Çавăн пекех канашлура ялсенчи урамсене тирпей-илем кĕртме пикенмелли пирки те ыйтăва çивĕчлетнĕ. Ку тĕлĕшпе район центрĕнче кашни ĕç коллективĕ хăйсене çирĕплетсе панă участоксенче йĕрке, тирпей, хăтлăх тумалла.

Канашлура район пурнăçĕпе, аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться