Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Преступлени ÿсни пăшăрхантарать

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх районта çамрăксем, 18 çул тултарман ачасем преступлени тăвасси ÿсет. Акă, февральте çеç пирĕн тăрăхра виçĕ преступление шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çав вăхăтра вăл пĕр тĕслĕх çеç пулнă.

Ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕнче тăракан ачасем обществăлла вырăнсенче эрех-сăра ĕçсе ÿсĕр çÿрени те шухăшлаттарать. Кăçал инспекторсен çак сăлтавпа ултă протокол çырма тивнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться