Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Первомайскинче Патăрьел район кунĕ пулĕ

Район пуçлăхĕн 2007 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнчи Патăрьел район кунне ирттермелли çинчен калакан постановленийĕпе, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕн 2008 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи июлĕн 12-мĕшĕнче ĕлĕк район центрĕ пулнă Первомайскинче пĕрремĕш хут пысăк уяв – район кунĕ пулĕ. Яваплă та пĕлтерĕшлĕ меро-приятие хатĕрленме пуçланă: йыхрав хучĕсем çыраççĕ, стендсемпе плакатсене çĕнетеççĕ, вăййа тухмалли программăна тăваççĕ тата ытти те. Тирпей-илем ыйтăвĕпе ĕçлемелли те сахал мар-ха. Хăнасене кĕтсе илнĕ чухне кирек кам та çапла тĕплĕн хатĕрленет ĕнтĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться