Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наука хушнă пек ĕçлен – укçа перекетлен

Çур аки çывхарать. Чылай хуçалăхра вăрлăхсем тасалăх, шăтаслăх, нÿрлĕх енĕпе кондицие ларнă. Кĕçех вĕсене акнă хыççăн чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ан сиенлетĕр тесе им-çамламалли тапхăр пуçланать. Чылай хуçалăхăн вăрлăхне фитоэкспертиза тунă. Мĕншĕн тумалла-ха ăна?

Фитоэкспертиза тунă хыççăн пĕрчĕ çумĕнче мĕн чухлĕ тĕрлĕ чир-чĕр пурри палăрать, çакă кирлĕ чухлĕ тĕрлĕрен им-çам суйласа илме услови туса парать.

Районта акма хатĕрлесе хунă вăрлăхăн 26, вăл шутра çурхи туллăн – 46, урпан – 24, сĕллĕн 12 процентне фитоэкспертиза витĕр кăларнă. Пурте тымар чирĕпе чирлĕ. Çурхи тулă 13 процентран пуçласа 53, урпа 52-95 процент шалти инфекци, сĕлĕ 17-30 процент тулти инфекци чирĕсемпе чирли палăрчĕ.

51 процентран ытларах шалти инфекципе чирлĕ вăрлăха химиллĕ, 31-50 процент таран химипе биологи хутăшĕ, 30 процент таран тулти инфекципе чирлĕ вăрлăха биологиллĕ препаратсемпе им-çамламалла.

Фитоэкспертизăна наука хушнă пек тумалла е тумалла та мар;

Фитоэкспертиза тумасăр (хамăр пĕлнĕ пек) 1 тонна çурхи тулă вăрлăхне имçамлама раксил хими препарат хакĕпе шутласан 480 тенкĕ укçа каять. Çак 1 тонна вăрлăхах, фитоэкспертиза туса 31-50 процент шалти инфекци тухсан, çурма пай хими тата биологи препарачĕсен хутăшĕпе им-çамласан 340 тенкĕ çеç тăкакланать.

Çак парти вăрлăхрах 15-30 процент тулти инфекциллĕ тымар чирĕсем пулсан биологиллĕ препаратпа им-çамлаççĕ. 1 тонна пуçне 100 тенкĕ укçа каять. Вăрлăха фитоэкспертиза витĕр кăларса 1 тонна им-çамлани 140-380 тенкĕ перекетлеме май парать.

Тепĕр тĕслĕх, енчен те фитоэкспертиза тунă хыççăн шалти инфекци 51 процентран иртсен, вăрлăх ГОСТ-па стандарта ларсан та, супер элита вăрлăха элита, элитăна РС-1 (1-мĕш репродукци) куçарма юрать. Малашне çакă вăрлăх туса илекен хуçалăх ертÿçисене шухăшлаттармаллах.

Фитоэкспертиза тăвасси, химилле, биологилле им-çам пирки районти “Россельхозцентр” уйрăмĕнчен (унчченхи вăрлăх инспекцийĕ) ыйтса пĕлме пулать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться