Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кубок Патăрьелсене тивĕçрĕ

Республикăра армспорт енĕпе юниорсемпе 18 çул тултарман хĕрсем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Унта пĕрлештернĕ 9 команда хутшăнчĕ. Пурĕ 150 ытла вăй виçекен пулчĕ. Патăрьелсен туслă команди çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Вăл 86 очко пуçтарма пултарчĕ. Шупашкар район команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Харкам хăйшĕн пынă ăмăртура Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Алеева, В.Васильева, А.Якупов (тренерĕ И.Алеев), Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти И.Чернова (тренерĕ Н.Михайлов) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Хăйсен виçе категорийĕсенче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти В.Макаров, Н.Кириллов, Турханти вăтам шкулти П.Куприянов, Шăнкăртамри Й.Султеева малти вырăнсене йышăнчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться