Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хырăмпа сывлама вĕренетпĕр

Куçсене хупăр. Пит-куçпа хул пуççи мыщцисене вăйсăрлатăр. Çамка тирĕl якалнине туйма тăрăшăр, хул пуççисене антарăр. Сывласси тикĕсленчĕ, шухăшсем пăтранмаççĕ, тикĕссĕн шăваççĕ. Çакăн пек пĕр-икĕ минут ларăр, лăпланăр.

Малалла хăрах алла хырăм çине кăвапаран кăшт аяларах хурăр, теприне –l кăкăрăн çÿлти пайĕ çине. Ку эсир пурне те кирлĕ пек пурнăçланине тĕрĕслеме кирлĕ. Енчен те хырăм çинчи алă çĕкленет те, анать те пулсан, кăкăр кăшкарĕ çинчи алă хускалмасть-тăк – пурне те тĕрĕс пурнăçланă.

Сăмса витĕр вăй хумасăр сывласа илетпĕр, васкамастпăр. Ун пек чухне хырăмl сывлăш хăмпи пек чăмăрланать.

Майĕпен, тăхтавсăр, тутасене кăштах уçса сывласа кăларатпăр. Сывласа кăлармаl вăй хумалла. Кун пек чухне хырăм шалалла кĕрет, ÿпкесенчи кăмрăк газне кăларма пулăшать. Хырăм тирĕ хускалассине вăйпах хăвăртлатма кирлĕ мар. Сывласа кăларнă чухне ирхинехи лăпкă çил тинĕсе тухакан яхта парăсĕсене вĕрсе хăпартнă пек туйма тăрăшăр.

Сывласа кăларасси сывласа илнинчен 2-4 хут вăрăмрах пултăр. Çакăн пиркиl уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Уççăн сывласа кăларнă хыççăн сывласа илмелли тапхăр пуçлантăр.

Çавăн пек 1-2 минут “ĕçленĕ” хыççăн 2-3 минут тăхтамалла. Вара каллех упражнение пурнăçламалла. Çапла 3-4 цикл тумалла, ун хыççăн занятие вĕçлеме те юрать.

Çаксене пурнăçланă хыççăн сывлăш çитмен пек туйăнмарĕ пулсан, хăвăра лайăх, l кăмăллă туятăр-тăк – эсир пĕрремĕш занятие ăнăçлă ирттерни паллă.

Енчен сирĕн пурте ăнăçлă пулса тухрĕ пулсан, хырăмпа сывлама тусăрсене, çывăх çыннăрсене вĕрентĕр.

Кун пек меслетпе сывлани хăранă, ыратнă, кăмăл пăсăлнă чухне усăллă. Çыврас умĕн упражненисем туни хăвăрт çывăрса кайма, кăнтăрлахи хумханусене сирме май парать.

 



"Агентство бизнес новостей"
26 марта 2008
00:00
Поделиться