Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хамăр библиотекăшăн сассăра парăр

Халăх усă куракан Пĕтĕм Раççейре библиотекăсен сайтри пуянлăхĕ енĕпе йĕркеленĕ конкурсне Чăваш Республикинчен ултă вулавăш çеç хутшăннă. Вĕсенчен пĕри вара пирĕн Патăрьелĕн тĕслĕх библиотеки. Паянхи куна район центрĕнчи тĕп библиотекăшăн Интернет çăмăллăхĕпе усă куракан 178 çын вĕсен ĕçне ырласа хăйсен сассине панă. Ытларах Санкт-Петербургра, Шупашкарта пурăнакан ентешсем библиотека сайчĕпе усă курни паллă. Конкурс малалла тăсăлать-ха, уçă сасăлав апрелĕн 20-мĕшĕчченех пырать. Апла пулсан “Library.ru” порталти виççĕмĕш номерлĕ сайтшăн эсир те сассăра пама кая юлман-ха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться