Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăм – фронтовик

Аслă Аттелĕх вăрçине вăйпитти арçынсемпе пĕр-лех хĕрарăмсем те хутшăннă. Вĕсем пирĕн районтан та йышлăн. Турхан хĕрне Пелагея Ивановна Куприяновăна 1942 çулхи декабрьте салтак ретне тăма ят тухнă. Унăн Калинин, Ленин-град, Прибалтика фрончĕсенче пулса тăшмана хирĕç çапăçма тивнĕ. Питĕ йăрă та пултаруллă связистка шутланнă вăл. Çар енĕпе паракан заданисене питĕ тĕплĕ те вăхăтра пурнăçланă. Çакăншăн вара вăл сахал мар орден-медаль илме тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ П.Куприянова ялта та хисеплĕ те сумлă çын пулнă, хĕрарăм-фронтовик ятне ентешсем паян та пысăка хурса хаклаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться