Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçри чĕре кăвайчĕ вĕренекенсемшĕн ун

Урок вĕçленни çинчен пĕлтерсе шăнкăрав янăраса кайрĕ пулин те вунпĕр-мĕшсем коридора васкамарĕç. Урăх тема çине куçса калаçăва малалла тăсаççĕ иккен вĕсем. Аслă шкула вĕренме кайма ха-тĕрленекенсене Л.Волкова акăлчан чĕлхине вĕрентекен тăрăшсах ют чĕлхе малашнехи пурнăçра кирлĕ пулассине ăнлантарать. Ыйту çине ыйту параççĕ ачасем. Хуравĕпе те кăмăллă пулаççĕ.

“Ĕçĕм халăха юрăхлă пулнишĕн савăнатăп. Çитĕнекен ăрăва ăс-хакăла парасси чи пысăк телей-çке. Çакăнта пурнăç илемне куратăп”, – терĕ ют çын кабинета кĕрсе тăнине курсан Любовь Станиславовна.

Хăйĕн пурнăçне шкулпа çыхăнтарни чылай ĕнтĕ Л.Волкован. Çак хушăра вăл пĕтĕм вăйне, чунне ачасене панă. Вĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшнă. Миçе ăру вĕрентсе кăларман-ши, миçе ачашăн иккĕмĕш анне вырăнне пулман-ши Любовь Станиславовна. Çакна шутласа та пĕтереймĕн.

Малтанхи пĕлĕвĕсене Сăкăтри вăтам шкулта илнĕ вăл. Аслă классене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çÿренĕ. Кунта куçса килме сăлтавĕ пулнă. Аш-шĕне районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçине лартнă.

Çемье династийĕн профессине малалла тăсать Любовь Станиславовна. Аслă шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестата илнĕ хыççăн вăл Чăваш педагогика институтне çул тытнă. Унти нимĕç-акăлчан факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Дипломлă хĕр Тăрăнти сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçлĕ кун-çулне пуçланă. Пĕрремĕш наставникĕсене – И.Илехметовпа А.Алексеева паян та ырăпа аса илет. 8 çул хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула куçнă. Хăй пĕлÿ пухнă вĕренÿ çуртĕнче, хăйне ăс панă вĕрентекенсем хушшинче ĕçлеме çăмăл пулнă. Ĕç стажĕ хушăнсах пынă пулин те аслисенчен канаш ыйтмалли тупăнсах тăнă. Хăйне вĕрентекенĕсем уншăн яланах чи çывăх юлташĕсем вырăнĕнче тăнă.

Калаçăвĕ хăйĕн те кăтартуллă педагогăн. Кашни сăмаха виçсе, шухăшпа туйăма пĕтĕçтерсе ĕнентерÿллĕ кăларать вăл. Лăпкă сассипе кăмăл тÿлеклĕхĕ темăна ачасене хăвăрт ăнланма пулăшаççĕ.

Учительсен туслă коллективĕ хăйĕн вĕренекенне, вĕрентекене ăшшăн кĕтсе илни педагог авторитетне ÿстерме пулăшнă. Класс ертÿçин тивĕçĕсене сахал мар пурнăçланă Л.Волкова. Иртнĕ çул тепĕр выпуск кăларса янă вăл. Йăлана кĕмен уроксем – семинар, вăйă, çул çÿрев ирттерет. Ученикĕсем район олимпиадисене хастар хутшăнаççĕ. Н.Ишмуратова, Н. Алексеева унта малти вырăнсене çĕнсе илнĕччĕ. И.Красновăпа С.Афанасьев наукăпа практика конференцийĕнче пысăк ăсталăх кăтартнăччĕ.

Шкултан вĕренсе тухнисенчен педагог профессине илнисем пур. Е.Николаевăпа И.Краснова иккĕмĕш вăтам шкулта ĕçлеççĕ. И.Хвостова, Г.Калмыкова акăлчан чĕлхине малалла вĕренсе иккĕмĕш специальность илесшĕн.

Чапшăн çунмасть Любовь Станиславовна. Вĕренекенсен пĕлĕвĕ тарăн пултăр тесе тăрăшать. Хушма литературăпа усă курать. Уроксене компьютерпа ирттерет. Хăйĕн ĕçĕн усси пуртанах ун патне аслă шкулта вĕренекенсем консультацие те çÿреççĕ.

Ĕç лаши тесе калама пулать Л.Волкова пирки. Ют чĕлхесен 6 специалисчĕ пулсан та урокĕсем пурин валли те çителĕклех шкулта. Тĕрлĕ наци ачине виççĕмĕш (чăвашсем вырăсла, тутарсем чăвашла вĕренме ÿркенмеççĕ) чĕлхене вĕрентесси çăмăл ĕç те мар.

Мăшăрĕ те педагог Любовь Станиславовнан. Виталий Ильич професси училищин преподавателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Вĕсем пĕр хĕр çитĕнтереççĕ.

Иккĕшĕ те педагог пулни Волковсене çăмăллăх кÿрет. Уроксене çĕнĕлле ирттернĕ чухне сахал мар канашлаççĕ пĕр-пĕринпе. Пĕрле ĕçлекен Э.Карягина, Т.Табакова, Л.Енилина ытти педагогсемпе, ертÿçĕпе, директор çумĕсемпе сÿтсе явмалли те тупăнсах тăрать Любовь Станиславовнан.

Иртеç кунсем, иртеç çулсем. Пĕри те пĕр йĕрсĕр шумаççĕ вĕсем. Иртнинче вара кăмăллă аса илÿсем юлаççĕ. Шкултан 10, 15, 20 çул каялла вĕренсе тухса кайнă выпускниксем хирĕç пулсан ăшшăн сывлăх сунни, уявсенче салам сăмахĕсем яни ырă туйăмсем çуратаççĕ.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 марта 2008
00:00
Поделиться