Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕлĕнмелле ĕçшĕн – приз!

Паянхи вулавăш ĕçченĕсен наукăпа методика ĕçне пилĕк пÿрне пек пĕлмелле, пур енĕпе те анлă тавра курăмлă специалист пулмалла. Çакна шута илсе ĕнтĕ республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки професси ăсталăхне тĕрĕслеме библиотекарьсемпе электронлă презентаци хатĕрлессипе конкурс йĕркеленĕ. Унта пирĕн район библиотекисем те хутшăннă. Шăнкăртамри (заведующийĕ Ф.Тазетдинова) тата Нăрваш Шăхалĕнчи (заведующийĕ Г.Айкина) библиотекăсене эксперт комиссийĕ “Тĕлĕнмелле ĕçшĕн” номинацире приз панă. Ытти ĕçтешĕсен вĕсенчен ырă тĕслĕх илме сăлтав пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться