Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суйлав итогне пĕтĕмлетрĕç, Президент Указĕсемпе паллашрĕç

Юнкун, мартăн 19-мĕшĕнче, районта информаци кунĕ иртрĕ. Республика шайĕнче йăлана кĕнĕ пĕлтерĕшлĕ тĕл пулусенче Чăваш Республикинче çавăн пекех районта та Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн итогĕсене, Чăваш Республикин Президенчĕн “Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче çурт-йĕр тĕлĕшĕнчен хĕсĕк пурăнакансем пек шутра тăракан граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси çинчен” тата “Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама хатĕрленесси тата ăна ирттересси çинчен” калакан Указĕсене пăхса тухнă, тĕплĕн паллаштарнă.

Районти структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, информаци ушкăнĕсен ертÿçисемпе кун йĕр-кинчи ыйтусемпе калаçма пуçличчен Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Яковлевпа район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов вунă ĕç ветеранне “Ĕç ветеранĕ” удостоверенине сумлă лару-тăрура парса чысларĕç. Çак йышра вĕрентÿ ĕçĕнче, журналистикăра, ял хуçалăх производствинче вуншар çул ĕçлесе чыс, хисеп, ят çĕнсе илнĕ çынсем. Районĕпе вара паянхи куна ултă пин ытла ĕç ветеранĕ.

Мартăн 2-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн суйлавĕ республикăшăн та, районшăн та ăнăçлă, пăтăрмахсăр иртрĕ. Информаци кунне хутшăннисем Патăрьелсем çак суйлавра пысăк процент пухса хăйсен пултарулăхне, пĕр шухăшлă пулса малашне тĕллевлĕ ĕçлес тесе кăтартнине каларĕç.

Кун йĕркине лартнă ЧР Президенчĕн Указĕсене пăхса тухнă, вĕсене вырăнти условисенче еплерех пурнăçласа пынипе паллашнă хыççăн информаци ушкăнĕсем районти тĕрлĕ ĕç коллективĕнче пулса вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селивановпа ЧР Шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Яковлев район центрĕнчи предприятипе организаци, шалти ĕçсен пайĕн коллективĕсенче, Патшалăх ветеринари службин руководитель çумĕ С.Скворцовпа АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков, районти ветеринари службин ертÿçи П. Ефимов Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче тĕрлĕ коллективпа тĕл пулнă, тĕп темăсемсĕр пуçне кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Ытларах мĕнлерех ыйтусем хускатнă-ха çынсем тĕл пулусенче;

“Ял халăхĕ килти хушма хуçалăхра ытларах выльăх-чĕрлĕх усрама пуçларĕ. Анчах юлашки вăхăтра каллех сĕт, аш-какай хакĕ чакать. Мĕншĕн-ши;”

“Юлташăм сунарçă мар. Информаци кунне хутшăннă ушкăнтан вăл пĕчĕк калибрлă винтовка туянма ирĕк пур-и тесе ыйтать”;

“Хальлĕхе районта Туçари шкул коллективĕ çеç эксперимент шайĕнче пысăк шалу илет. Ыттисем патне черет хăçан çитет-ши;”;

“Района кайăк грипĕ килсе ерес хăрушлăх çук-и?”.

Информаци кунне хутшăннисем официаллă тата уйрăм ыйтусене те тулли хурав пачĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться