Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сталинград çĕнтерĕвне – 65 çул

Хирти Пикшикри вăтам шкулта Сталинград хули патĕнче фашистсен çарне çапса аркатни 65 çул çитнĕ ятпа линейка иртрĕ. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ З.Земдиханова малтанах истори учительне Л.Пестрова сăмах пачĕ. Вăл çапăçусем хаяр пулнине, кашни урамшăн, кашни çуртшăн пирĕн салтаксем пуçне хунине каласа пачĕ.

Линейкăна малалла аслă вожатăй И.Пестровăпа музыка учителĕ Д.Салахова хатĕрленĕ литературăпа музыка композицийĕ тăсрĕ. Уйрăмах М.Лаврентьева, С.Чернов, Д.Чинкина хăйсен сăввисене чуна парса тивмелле вуларĕç.

Çак йывăр çапăçусенче пуçне хунисене асăнса вĕренекенсем пĕр минут шăп тăчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться