Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пирĕн милици пирех хÿтĕлет

Хальхи вăхăтра чăнах та ватти те, вĕтти те, çитĕнни те кĕсье телефонĕпе усă кураççĕ. Çавăнпа та ăна çухатнă тĕслĕхсем те сахал мар тĕл пулаççĕ. Иртнĕ эрнекун, акă, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тренировка вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта кĕçĕн класра вĕренекен пĕр ачан куртка кĕсйинчен телефонĕ çухалнă. Ашшĕ-амăшĕ çакăн çинчен районти шалти ĕçсен пайне пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем çийĕнчех çак йĕр çине ÿкнĕ, тунтикунах телефона хуçине тавăрса панă. “Кукăр алă” иккĕмĕш вăтам шкултан пулнă иккен. Пирĕн милици пире яланах хÿтĕлеме хатĕр, анчах хамăрăн та уйрăмах телефонсемпе питĕ асăрхануллă пулмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться