Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Комисси мĕн пур енсене шута илнĕ

Çурхи шыв-шур районта никама та хĕн-хур, инкек-синкек ан кăтарттăр тесе тимлет районта йĕркеленĕ чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе ĕçлекен комисси (комисси председателĕ М.Калмыков). Çак кунсенче вĕсем черетлĕ канашлăва пухăннă. Комиссинче автоçулсем урлă каçакан шыв çулĕсене пăхса тăрас, çак тапхăрта медицина службин ĕçченĕсем кирек хăш вăхăтра та пулăшу пама хатĕрленес, çут çанталăк газĕ иртсе пыракан çулсене шыв кĕресрен ăнăçлă пăхса тăрас тата ытти ыйтусене те çивĕчлетнĕ, ку тĕлĕшпе ял тăрăх пуçлăхĕсен ĕçе çирĕп контроллесе тăмаллине каланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться