Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ят ылтăнран та çутă пулĕ

Ырă ĕçсен çулталăкĕн кунĕсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлса пыраççĕ. Шăхач ял тăрăхĕ те çак паллă çул нумай-нумай пархатарлă та кăмăллă ĕçпе çырăнса юлтăр тесе тăрăшать. Акă вĕсем Чăваш Енри ачасен фончĕ йĕркеленĕ “Ачасемшĕн, ачасем ячĕпе” ыркăмăллăх марафонне хастар хутшăнаççĕ. Çак тĕллевпе йывăр шăпаллă, пурнăçра тĕрлĕ енлĕ пулăшу кирлĕ ачасем валли кăмăлтанах укçа-тенкĕ пуçтарса панă. “Ырă ят ылтăнран та çутăрах”, – теççĕ. Çавăнпа та çакăн пек тĕслĕхсем çулталăк вĕçлениччен тата ытларах пулччăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться