Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хурт-хăмăрçăсен канашлăвĕ

Райадминистраци залĕнче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи хурт-хăмăрçăсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта Елчĕк, Комсомольски, Канаш районĕсен представителĕсем те хутшăннă.

Республикăн кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен хурт-хăмăр зоотехникĕ Н.Пирожков утарçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, çуркуннехи, çуллахи задачисем çинче чарăнса тăнă. “Хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен чăваш агентстви” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Г.Максимов республикăри утарçăсен ĕçне çутатнă.

Çавăн пекех канашлура хурт-хăмăр продукцин ветеринари анализне тата ветеринарипе санитари паспортне илес ыйтусене те сÿтсе явнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться