Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хура курак та савăнма пĕлет: – Хура пулсан та чĕппĕм хамăн, - тет

Юлашки çулсенче республикăра çемьешĕн тăрăшасси пурнăç йĕрки пулса тăчĕ. Амăшĕпе ачине, нумай ачаллă çемьене, хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн туса пыраççĕ. Республика Президенчĕ Н.Федоров Указĕпе килĕшÿллĕн 2003 çул Çемье çулталăкĕ пулчĕ. Ун хыççăн Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин, Парксемпе садсен, Ăс-хакăлпа çутлăх, Ача çулталăкĕсем черетленчĕç. Урăхла каласан, уйрăм çемье пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе сахал мар ĕç тунă. Кăçал вара Ырă ĕçсен çулталăкĕнче тата Раççейĕн Çемье çулталăкĕнче çак туртăм тата пушшех ÿсĕ.

Ача пĕрре те нумай,

саккăр та сахал...

Çĕр çинче пĕрремĕш хут сас паракан кашни ача телейлĕ пулма ашшĕ-амăшĕнчен пил илме çуралнă пек туйăнать. Анчах шел, вĕсен кашнийĕн шăпи мăйăрпа йĕкел пек ăрасна.

...Çап-çамрăк хĕрарăм хăйне мĕншĕн райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссине чĕнтернине ăнланмарĕ пулас. Кашни ыйту хыççăн пат! татса хирĕçле хурав çеç парса пычĕ. “Çук”, “Пĕрле”, “Аннесемпе”, “Ĕçместĕп”... Сăмахĕ вара çулталăк та тăхăр уйăхри хĕрĕн шăпи пирки пырать. Пĕчĕк пепкене 23 çул тултарнă амăшĕпе хăвармалла е хăвармалла мар; Ял тăрăх администрацийĕ аскăнса, эрех-сăрапа иртĕхсе пурăнакан хĕрарăмран ачана саккунпа килĕшÿллĕн илме комиссирен ыйтса çырнă. Пĕчĕк хĕр ачана ÿсме, пурăнма, аталанма килĕнче пĕр услови те çук. Пĕрле хутшăнса пурăнакан арçынпа ачана воспитани парас тесе нимĕн те тумаççĕ. Нумай пулмасть ача тирпейсĕр условисенче пурăннăран тимрепе (лишай) чирлесе больницăна та çакланнă. Урăхла каласан çут тĕнчене телей курма çуралнă ачан паян пĕр малашлăхĕ те çук. Пĕртен пĕр çул, йышăну, васкавлă пулăшу – ăна ăшă та çепĕç алла парса ырă тăвасси.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ воспитани парайманран Ишлĕ ял тăрăхĕнче пурăнакан çап-çамрăк хĕрарăмăн аппăшĕ те иртĕнес çул çине тăнă, 3–4 çулсенчи икĕ ачине ватă кинемей ĕнси çине пăрахса хăварнă. Комисси аппăшĕн пÿтсĕрле ĕçне те пăхса тухрĕ, иккĕшне те ачисене кирлĕ пек пăхманшăн штраф пачĕ, амăшĕн ирĕкĕнчен хăтармалли çинчен сăмах хускатрĕ.

Мĕн калама пулать-ха пурнăçри çак пăтăрмах пирки; Пĕр тайăлнă пурнăçа ура çине тăратма çăмăл мар. Çак хĕрарăмшăн хăйĕн варĕнче ÿтленсе чун илнĕ пĕртен-пĕр пепки те ытлашши. Ун пек пулмасан вăл ачине унта-кунта пăрахса та хăвармĕччĕ, чăн-чăн амăшĕ пек хăйĕн çуначĕ айĕнчех усрăччĕ. Хура курак та хăйĕн чĕппишĕн савăнать. Тепĕр ăшă çемьешĕн вара ача саккăр пулсан та сахал. Малаллахи сăмахăм çавăн пек çемье çинчен пулĕ.

Чун пулсан

чул хушшинче те усрĕç

Ачасăр пурнăç – калчасăр уй-хир, тенĕ ватăсем. Упамсари Трофимовсем вара паян тăлăх чуна кашнинех хăйсен хÿтлĕхне илме хатĕр. Галина Николаевнăпа Валентин Елизарович ултă ача усрава илнĕ! Вĕсене пурне те хăйсен çемье ăшшине явăçтарнă. Асли, Вова, Чечня çĕр-шывĕнче, çар хĕсмечĕ хыççăн контракт службине суйласа илнĕ. Ыттисемшĕн вăл ырă кăмăллă та ĕçчен пиччĕшĕ. Катюша Турханти, Ольăпа Ваня Упамсари шкулсенче вĕренеççĕ, Настьăпа Валера кĕçĕнрех-ха, ясли-сада çÿреççĕ. Оля пирки уйрăмрах палăртса хăварма та кăмăллă. Вăл математикăпа, чăваш тата вырăс чĕлхипе ирттернĕ олимпиадăсенче чи ырă тĕслĕхли, кăтартулли пулнă.

– Çемье, ачасем – пирĕн савăнăç, телей. Питĕ туслă, ĕçчен, маттур вĕсем пирĕн. Килти хушма хуçалăхра ачасен вăйĕпе ĕне, пăру, сыснасем, йышлă хур-кăвакал усратпăр. Виçĕ пахчара тĕрлĕрен культура акса-лартса çитĕнтеретпĕр. Кăçал хĕл каçма çеç ачасемпе 260 банка (3 литрли) хăяр-помидор, 100 литр тĕрлĕрен варени хатĕрлерĕмĕр. Тĕп сакайне улма илме ансан пуринчен ытла пĕчĕк Валерка тĕлĕнет: “Анне, пирĕн тĕп сакайĕнче магазин пекех”, – тет вара. Халĕ, паллах, хĕл каçа банкăсем сайралчĕç, анчах килен-каян хăнасене тутлă помидорпа, варенипе сăйлатпăрах, хавассăн каласа парать хăйсен çемйи пирки нихăçан пуçа усма пĕлмен ачасен амăшĕ Галина Николаевна.

Телейлĕ мăшăр тесе шутлаççĕ хăйсене Упамсари Трофимовсем. Çемье пуçĕ, Валентин Елизарович ачасемшĕн ырă тĕслĕхлĕ, ĕçлĕхлĕ атте. Паян вăл ялти культура çуртĕнче художество ертÿçинче тăрăшать. Галина Николаевна çепĕç те ăшă, ырă чунлă, пăрчăкан пек лара-тăра пĕлмен амăшĕ. Ачисем ырă та сывă, ăслă-тăнлă, культурăллă ÿсчĕр тесе тем пекех нумай ĕçлет вăл. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче туслă мăшăр тепĕр виçĕ пепкене хăйсен шанчăклă çуначĕ айне вырнаçтарасшăн. “Ман шутпа, çакнашкал çынсемшĕн, пурнăçри тĕп награда орденсемпе медальсем мар, хăйсем çемьере пурăнма, хăйсен пулас çемйисене юратма телей пиллесе пăхса çитĕнтернĕ ачисен юратăвĕ”, – тенĕччĕ Чăвашсен Президенчĕ Н.Федоров Çемье çулталăкĕнче Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура Трофимовсем пек ырă çемьесене хак парса. Кашни ачине пысăк пил пама сывлăхĕ пултăрах вĕсен.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться