Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Айăплав пĕтĕмлетĕвĕ тĕрлĕрен

Раççей Федерацийĕн Прокуратурин Чăваш Республикинчи Следстви комитечĕн Следстви управленийĕн районсем хушшинчи уйрăмĕн аслă следователĕ Д.Ф.Тазюков пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем патне тĕр-лĕрен айăплав пĕтĕмлетĕ-вĕллĕ материалсем килеççĕ. Вăл хаçат редакцине вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштарчĕ.

Патăрьелĕнче пурăнакан А.Пизенев районти пĕрремĕш суд участокĕнчи Миравай судьян приговорĕпе РФ УК-ăн 116 статйин 1 пайĕпе 2006 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче айăпланнă. Унпа килĕшÿллĕн ăна 150 сехет обязательнăй майпа ĕçлесе юсанмалла тунă. 2007 çулхи январĕн 24-мĕшĕнчи Миравай судьян постановленийĕпе 14 кунлăха ирĕкрен хăтармалла тунă. Вăл айăплав илнĕ хыççăн çулталăк тăрăшшĕпе хăйне лайăх тытса ырă енсене кăтартмалла пулнă. Çакскер хăйне валли тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман, каллех преступлени çулĕ çине тăнă.

Çирĕм çултан иртнĕ çамрăк кĕркуннехи пĕр каçхине Патăрьелĕнче хуçалăхпа пурăнакан Р.Борисова çуртне пынă, кил хуçи ăна кĕртменнипе картиш енчи чÿречине çĕмĕрнĕ, каярахпа алăк çăрине çĕмĕрсе шала кĕнĕ. Вăл вăхăтра Р.Борисова килте пулман.

Хăйĕн хăтланăвĕпе А.Пизенев РФ УК-ăн 139 статйин 1 пайĕпе кил хуçи ирĕк памасăр киле кĕнишĕн преступлени тунă. Çавăн чухнех вăл ÿсĕр пуçпа Р.Борисован килте ывăлĕ çывăрнипе усă курса хăй пайтишĕн 1700 тенкĕ тăракан ăшă пиншакне тата “Моторола-С380” кĕсье телефонне (2500 тенкĕ) вăрланă, кил хуçине 4200 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Çапла вара А.Пизенев РФ УК-ăн 158 статйин 2 пайĕн “в” пункчĕпе преступлени тунă, гражданина тăкак кăтартса ют пурлăха вăрланă.

Тепĕр айăплав пĕтĕмлетĕвĕ Комсомольски районĕнчи А.В.Макаров пирки. Хĕрĕх урлă каçнă арçын маларах та тĕрлĕрен статьяпа суд сакки çине ларнă. Хальхинче вара ăна акă мĕншĕн айăпланă. 2007 çулхи августăн 13-мĕшĕнче А.В.Макаров Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 25 статйине пăхăнмасăр тата пăсса Г.Макушкинпа пĕрле А.Шишкинăпа унăн хĕрĕ патне (вĕсем хирĕçленине пăхмасăрах) алăк çĕмĕрсе кĕнĕ, вĕсемпе хирĕçÿ пуçланă.

А.В.Макарова вара РФ УК-ăн 139 статйин 1 пайĕпе преступлени тунăшăн айăпланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 марта 2008
00:00
Поделиться