Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Виçеллĕ те, пĕлсе те апатланмалла

Сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕнес тесен кашни çыннăн виçеллĕ те пĕлсе апатланмалла. Ăш-чикре çу, сахăр, тăвар ытлашши пулни тĕрлĕрен чир-чĕре аталанма çеç пулăшать. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх диабет, рак, чĕре чирĕсем шăпах çав сăлтавпа организм-ра вăй илеççĕ. Çыннăн ытлашши виçе пулни те сывлăхшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Акă, сăмахран, çĕр çинчи пилĕк çул тултарман 22 миллион ача халех мăнтăр чирĕпе аптăрать. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех витаминлă, минераллă, микроэлементлă апатсене кирлĕ пек усă курма тăрăшмалла. Ку вăл çирĕп сывлăх никĕсĕ пулĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться