Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турханти психоневрологи интерначĕ республикăра чи кăтартулли

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинчи Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви йĕркеленипе Чăваш Енти социаллă тивĕçтерÿ патшалăх учрежденийĕсем хушшинче “Вега” санаторинче спорт фестивальне йĕркеленĕ. Çак пысăк мероприятинче Турханти психоневрологи интерначĕн команди (директорĕ А.Бабаев) хамăр район чысне чăнласах тивĕçлипе хÿтĕленĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Йĕлтĕр эстафетинче Е.Лябукова, Е.Ершова, П.Япаров, М.Вазюков чи лайăх вăхăт кăтартнă, кире пуканĕ йăтассипе П.Япаров пĕрремĕш вырăн йышăннă. А.Япарова медсестра пăшалтан тĕл перессипе начар мар кăтарту тунă. Туслă команда вĕрен туртассипе те республикăри мĕн пур ĕçтешĕсене парăнтарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться