Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕслĕх кăтартакансем – райадминистрацинче ĕçлекенсем

Сăрт çамкине курак çитсен кил картине çур кĕрет теççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Сисмерĕмĕр те куç умĕнчи юр ерипен ирĕлсех чакса пырать. Çĕр хура тĕспе витĕнет. Унпа пĕрлех хĕл каçиччен юр айне пулса пынă тасамарлăх куç умне тухать.

Кĕркунне тăкăннă йывăç-тĕм айĕнчи çулçăсем, хăрнă-типнĕ курăк, пылак шывран пушаннă кĕленче е ытти савăт-сапа тавралăх илемне пăсаççĕ. Куç тĕлне пулаканнисене хальтерех тасатмалла. Тирпей-илемĕ хамăршăнах-çке. Çакна шута илсе район администрацийĕнче ĕçлекенсем, Ленин проспекчĕпе вырнаçнă ытти учрежденисенче вăй хуракансем иртнĕ эрнекун пуçласа тирпей-илем тума тухрĕç. Пухăннă çÿп-çапа тасатрĕç, тиесе ăсатрĕç. Иртнĕ çул район центрĕнче тирпей-илем тытса тăрас енĕпе аван ĕçленĕччĕ. Кашни эрнекун ушкăнпа тухса çÿп-çапа пуçтарнăччĕ. Кăçал та çак йăлана тытса пырасса шанас килет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться