Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

НАРКОТИКЛЕ ХАТĕРСЕНЧЕН СЫХĂ ПУЛАР

Наркотиксене хăш-пĕрне ÿсен-тăрансенчен, теприсене химилле хутăшсенчен хатĕрлеççĕ. Вĕсенчен пĕр йышшисене туртаççĕ, теприсене шăршлаççĕ, виççĕмĕшсемпе укол тăваççĕ. Вĕсем çын организмĕшĕн пурте сиенлĕ, сывлăха хавшатаççĕ, ĕмĕре кĕскетеççĕ.

Ниçта та ĕçлемен çамрăксенчен нумайăшĕ пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕлмест, эрех ĕçет, наркотиксемпе усă курать.

Наркотиксемпе усă куракан çынсене сăнран пăхсах уйăрма пулать. Хăйсене ÿсĕр çын пек тыткалаççĕ, сулăнса кайма пултараççĕ. Куçĕсем йăлкăшаççĕ. Шприцсемпе усă куракан наркомансен ÿт çинче йĕппе шăтарнă йĕрсем нумай пулаççĕ.

Опийпе, морфинпа, героинпа туслисем хăйсен çу-лĕсенчен ватăрах курăнаççĕ. Çÿçĕ тĕксĕмленет, татăлать, ÿчĕ шуранка, ти-пĕ, пĕркеленчĕклĕ. Куç шăрçи пĕчĕкленсе ларать, хăвăрт калаçаççĕ, хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ. Дозăран ирттерсе усă курсан, ыйхăллăн курăнаççĕ.

Кантăрпа, марихуанăпа, гашишпа усă куракансем сăлтавсăрах кулма е темрен хăранăн тарма пултараççĕ. Куç шăрçисем чарăлаççĕ, пичĕ, куç хупанкисем хĕрелеççĕ. Хăвăрттăн сывлаççĕ, тытăнчăклă калаçаççĕ. Наркотикпе анранă çын ним пирки те шухăшламасть, хăйне çăмăлттай тытать.

Тăтăш эфедронпа укол тăвакансен сасси хăйăлти, вăйсăр, чĕлхи çуркаланса пĕтнĕ, куçĕсем путса кĕнĕ. Пÿрнисем, куç хупанкисем чĕтреççĕ. Сăлтавсăрах таçта хыпаланаççĕ, хусканăвĕсем хăвăрт пулаççĕ.

Чи лайăххи – наркотикле хатĕрсемпе вуçех усă курманни. Пĕр хăнăхсан, вĕсенчен хăтăлма çав тери йывăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться