Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кулленхи ыйтусене çивĕчлетнĕ

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă. Чăн малтанах Рудольф Васильевич хĕллехи хутмалли тапхăра ăнăçлă вĕçлес, çурхи шыв-шур тапхăрне пăтăрмахсăр ирттерсе ярас, автоçулсене тирпейлĕ пăхса тăрас, ака-суха ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленес ыйтусене çивĕчлетнĕ.

Планеркăра районти демографи лару-тăрăвне те тишкернĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ача çураласси ытларах, вилекенсен шучĕ сахалтарах.

Районта Шăнкăртамри шкул çуртне тăвас, халăха таса шывпа тивĕçтерес ĕçсем малалла пыраççĕ, тĕп больницăн хушма çуртĕнчи ĕçсем те вĕçленеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться