Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хула библиотекине – ентеш ятне

Çĕмĕрле хулин библиотеки çемье вулавăшĕн ятне тин çеç илнĕ-ха. Нумаях пулмасть ăна Геннадий Айхи ятне панă.

Çак сăлтавпа библиотекăна унăн чăн-чăн тусĕсем нумайăн пухăннă. Вулавăша чăваш халăх поэчĕн ятне мĕншĕн панине никам та ыйтса тăман. Вăл ахалех паллă. Поэтăн хайлавĕсене тĕнчери 44 чĕлхене куçарнă, кĕнекисем Франци, Германи, Англи, Венгри, Итали, Польша, Швеци çĕр-шывĕсенче тухнă.

Поэтăн йăмăкĕ, проза ăсти тата куçаруçă Ева Лисина хăйĕн ашшĕ-амăшĕ, ачалăхĕ, пиччĕшĕ çинчен каласа панă. Филологи наукисен докторĕ, Чăваш Патшалăх университечĕн профессорĕ Галина Ермакова çыравçă пултарулăхĕ çинчен çырнă хăйĕн кĕнекисене илсе килнĕ.

Сăвăç ăсталăхĕ хăй евĕрлĕ, çапах ăнланмалла. Кун çинчен 8-мĕш номерлĕ гимназинче вĕренекенсем литература композицийĕ кăтартнă. Наци библиотекинче ĕçлекенсем хатĕрленĕ “Г.Айхи “Поэзия тишины” ятлă электронлă издани фрагменчĕсем те çакнах çирĕплетнĕ.

Çакăнта пухăннисенчен чылайăшĕ поэтăн пултарулăхĕпе пуçласа паллашнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться