Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хире тухма хатĕр-и?

Ял ĕçченĕ умне çывăх вăхăтрах яваплă тапхăр çитсе тăрĕ. Кăçалхи çур акине вăл мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет-ха? Уй-хире тухма хатĕр-и? Вăрлăх çителĕклĕ-и? Техника юсавлă-и? Кадрсем пур-и? Çунтармалли-сĕрмелли япаласем, минераллă удобренисем кÿрсе килесси мĕнле шайра? Çак ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе йĕркеленĕ те ĕнтĕ районти агрономсен конференцине. Тыр-пул шăпине татса парассишĕн ĕçлекенсем агрономсем кăна пулманран канашлăва ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене, уй-хир бригадирĕсене, инженерсене те чĕннĕ.

Конференцие, кĕске сăмах каласа, район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков уçрĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе, малашнехи задачисемпе паллаштарчĕ, çакна палăртрĕ: çур акине пур енлĕн хатĕрленсе кĕтсе илмелле, пысăк пахалăхпа ирттермелле.

Ун хыççăн АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ В.Алексеев “2007 ял хуçалăх çулĕн итогĕсем тата тыр-пул çитĕнтернĕ чухне укçа-тенкĕ перекетлекен çĕнĕ технологипе усă курасси” темăпа доклад турĕ.

Иртнĕ ял хуçалăх çулĕнче районти хуçалăхсем 38824 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ. Çав шутра ял хуçалăх организацийĕсем – 36055, хресчен-фермер хуçалăхĕсем – 2322, хушма хуçалăхсем 447 тонна. Район çичĕ çул ĕнтĕ пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерессипе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Республикăра туса илекен мĕн пур çĕр улми 1Ÿ5 пайне пирĕн районта çи-тĕнтереççĕ.

Çитĕнÿсемпе пĕрлех çитменлĕхсем те сахал мар. Ку тĕлĕшпе туса çитерейменни, усă курман резервсем пайтах.

Тухăç пысăк пуласси агротехника шайĕнчен, ĕç пахалăхĕнчен, удобренипе туллин усă курнинчен, вăрлăхран, çĕр пулăхлăхĕнчен, ÿсен-тăран хÿтлĕхĕнчен тата ытти факторсенчен те нумай килет.

Иртнĕ çул тырă йышăнакан предприятисене пуçласа 4 пин тонна тырă сутнă, 7448 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акма 4900 тонна вăрлăх хывнă. Кĕрхи пĕрчĕллисем тата “иккĕмĕш çăкăр” валли те сортлă вăрлăх çителĕклĕ.

Çĕре 2895 тонна минераллă, 14 пин тонна органикăллă удобренипе пулăхлатнă.

Тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтерес ĕçре çĕр ĕç системине алла илмесĕр, çĕнĕ технологие ĕçе кĕртмесĕр çитĕнÿсем тума çук. 2004 çултанпа ял хуçалăх предприятийĕсем энерги перекетлекен технологипе анлăн усă курма тытăнчĕç. Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Труд”, “Батыревский”, “Исток”, “Югель” хуçалăхсенче çĕнĕ технологи çине куçни тĕш тырă туса илес хăй-хаклăха 10-20 процент чакарма пулăшрĕ. Малтисен опычĕ, вĕсем усă куракан çĕнĕ-лĕхсем, тупăш ытларах илме май паракан технологисем пур çĕрте те вырăн тупмалла, тесе палăртрĕ В.Алексеев.

Халĕ ял ĕçченĕсене тĕрлĕ пулăшу сĕнекен фирмăсем йышлă. Минераллă удобренисемпе гербицидсем, ытти препаратсем туса кăларакан хими завочĕсемпе тÿрĕ çыхăну йĕркелеççĕ вĕсем. Фирма представителĕсем ял ĕçченĕсене минераллă удобренисене, гербицидсене, сĕрмелли-çунтармалли материалсене кĕтмелле туянмашкăн майсем туса параççĕ. Конференцире çак ыйтусем тавра та калаçрĕç.

И.Васильев тĕп специалист-эксперт пĕлтĕр машина-трактор паркĕпе мĕнле усă курнипе паллаштарчĕ. Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр» ФПУ филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертÿçи О.Глухов вăрлăх пахалăхĕ, ял хуçалăх культурисене комплексла хÿтĕлес ыйту çинче чарăнса тăчĕ.

Ф.Салахутдинов тĕп агрохимик çĕр пулăхлăхне ла-йăхлатассин задачисене палăртрĕ.

Канашлу ĕçне “Чуваш-агрокомплект” генеральнăй директорĕн çумĕ Г.Петров, Ульяновскри патшалăх университечĕн пĕтĕмĕшле экологи кафедрин профессорĕ, ял хуçалăх наукисен докторĕ Г.Сатаров, Ульяновскри “Фрегат Плюс” ООО коммерци директорĕ С.Клюева хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Пĕтĕмлетсе каласан, кун йĕркинче тăракан çивĕч те пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç аграрлă тытăмра ĕçлекенсем. “Кашни утăмрах йывăрлăхсем пуррине пăхмасăр, çур акине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илсе ăна вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ямалла”, – çакăн пек тĕллевлĕ шухăш патне пырса тухрĕç канашлăва хутшăннисем.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться