Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Анне монументне» хаклама ыйтаççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин Патшалăх премийĕ енĕпе ĕçлекен комисси пĕлтерет: литература тата искусство тытăмĕнче 2007 çулшăн преми илме пултарулăх ушкăнĕн, çак йышра Раççей Федерацийĕн наука тата техника сферинчи Патшалăх премийĕн лауреачĕ Николай Васильевич Федоров (проект ертÿçи), Раççей Федерацийĕн, Чăваш, Пушкăрт Республикисен тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Порфирьевич Нагорнов (скульптор), Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, искусствоведени докторĕ Алексей Александрович Трофимов (çум автор-консультант), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ архитекторĕ Анатолий Борисович Орешников (архитектор), монумент искусствин “Анне монуменчĕ” ĕçне тăратнă.

Комисси асăннă ĕçпе çыхăннă шухăшсене, сĕнÿсене, хаклавсене Чăваш Ен Культура министерствине (428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17 çурт) 2008 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен пĕлтерме ыйтать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться