Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе

Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче старт илнĕ “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕ малалла тăсăлать.

Ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ ирттерекен сăваплă юхăма юлашки çулсенче хутшăнакан йышлансах пырать. 2005 çулта юридици сăпатĕнче тăракансем тата уйрăм çынсем 100-ĕн пулнă, виçĕм çул – 200, пĕлтĕр – 400.

Республикăри ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатма çулленех тĕллевлĕ программăсем ĕçе кĕреççĕ. Çапах та патшалăх тата общество вăй-халне пĕрлештермесĕр çамрăк ăрăвăн ачалăхне тулли телейлĕ тăваймăн. Предприятисен, организацисен, учрежденисен коллективĕсем, ертÿçĕсем, предпринимательсем, çавăн пекех кашни çынах çак сăваплă ĕçрен айккинче ан юлтăрччĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться