Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессишĕн

Çак кунсенче районти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулнă. Унта çул çÿрекенсен юхăмĕн тĕпчевĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн чылай ĕç туса ирттернĕ.

2007 çулта республикăри хăш-пĕр районта автобус маршручĕсем чакни палăрнă. Çав вăхăтрах пирĕн патăрта 5 маршрут хутшăннă. Автобус паркĕ 3 çĕнĕ автобуспа пуянланнă. Çул çÿрекенсен ыйтăвĕсене тулли тивĕçтерес тĕллевпе район администрацийĕ уйрăм çынсемпе ятарлă килĕшÿ тунă, право акчĕсем çырнă.

Маршрут йĕркине, çул-йĕр правилисене пăсакансене ГИБДД ĕçченĕсем, транспорт инспекцийĕн инспекторĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем протокол çырса явап тыттараççĕ.

Комисси членĕсем февралĕн 10-12-13-мĕшĕсенче автобус водителĕсем йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ, 7 автобус маршрутне тишкернĕ. Патăрьел – Çĕнĕ Ахпÿрт маршручĕсĕр пуçне пурте плана 100 процент ытла тултарнă. Çак хушăра 3 пин çынна турттарнă, плана 106 процент пурнăçланă. Тĕрĕслевччен ку цифра 80 процент çеç пулнă. Комисси çул çÿрекенсен ыйтăвне тивĕçтерес тĕлĕшпе Д.Чермасова контролер, И.Краснов, Ю.Семенов водительсем уйрăмах хастар, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленине палăртнă. Çав вăхăтрах 3 водитель плана 82-74 процент çеç тултарнă. Халăха турт-таракан уйрăм çынсем, “ГАЗель” водителĕсем маршрут графикне пăснă тĕслĕхсем те пулнă.

Комисси сÿтсе явнă ыйту тăрăх тивĕçлĕ решени йышăннă. Канашри ПАТПн Патăрьелĕнчи уйрăмне, ра-йонти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмне, Патăрьелĕнчи çул-йĕр участокне çул çÿрекенсене турттарнă чухне çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене, маршрут графикне пăхăнас, “Патăрьел-Турхан”, “Патăрьел-Çĕнĕ Ахпÿрт”, маршрут графикне улшăнусем кĕртес, пасар кунĕ асăннă тата Патăрьел-Туçа маршрутсемпе хушма автобуссем çÿретес, Кивĕ Ахпÿртри ача сачĕ тĕлĕнче хушма чарăну, павильон тăвас ыйтусене пăхса тухса мерăсем йышăнма хушнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2008
00:00
Поделиться