Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сталинград çапăçăвне – 65 çул

Нарăсăн пуçламăшĕнче çĕр-шыв Сталинградри çапăçу 65 çул тултарнине паллă турĕ. Манăн çав юбилей ячĕпе йĕркеленĕ мероприятие хутшăнма тиврĕ. Сталинград çапăçăвне хутшăннисем Раççейĕн кашни кĕтесĕнченех пуçтарăннă. Эпир вара Чăваш Республикинчен иккĕн кайрăмăр: эпĕ тата Канашран С.Александров.

Чăн малтанах пире Шупашкарта сывлăха сыхлас тата социаллă аталану енĕпе ĕçлекен работниксем, ЧР Патшалăх Канашĕн, наци музейĕн представителĕсем кĕтсе илчĕç. Çав кунхинех поездпа Волгограда çул тытрăмăр. Пире хăтлă хăна çуртне вырнаçтарчĕç.

Юбилея хутшăннисене Раççей культура министрĕ, кинорежиссерсем ăшă сăмах каласа саламларĕç. Кунтах тĕрлĕ хулапа облаçран килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем пуян концерт пачĕç. Чăваш Енрен вара “Сăвар” ансамбль хăйĕн сцена çинчи ăсталăхĕпе савăнтарчĕ.

Историе пысăк йĕр хăварнă Сталинград çапăçăвне хутшăннисене РФ Правительствин пĕрремĕш çумĕ пулнă, халĕ РФ Президенчĕ Д.Медведев саламларĕ. Ун хыççăн Волгоград гарнизонĕнчи çарсен парачĕ пулчĕ, истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсене çитсе чечек кăшăлĕсем хутăмăр.

Сталинград патĕнчи çапăçу чылай çын чĕринче пирчейми йĕр хăварчĕ. 200 куна тăсăлнă вут-çулăмлă вăрçăра çеç пирĕн 700 пин ытла салтак выртса юлчĕ. Çак область территоринче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăксем те йышлă. Чи пысăк палăк – Мамаевăн улăп тăпри. Унăн йывăрăшĕ – 8 пин тонна, çÿллĕшĕ 85 метр, хĕçĕ вăрăмăшĕ 22 метр, йывăрăшĕ 14 тонна. Сакăр çул хушши (1959-1967) тунă ăна. Палăк çумĕнче ĕмĕр сÿнми хĕлхем...

Пĕлтерĕшлĕ те пысăк çул çÿревшĕн эпир çав тери кăмăллă юлтăмăр. Ăна йĕркелекенсене пурне те чун-чĕререн тав сăмахĕ каласшăн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2008
00:00
Поделиться