Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ кăтартуллисен шутĕнче

Республикăра муниципаллă районсем, хула округĕсем хушшинчи 2007 çулхи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. Çирĕм ултă тĕрлĕ кăтартупа “ала” витĕр тухма тивнĕ районăн. Урăхла каласан район аталанăвне, çитĕнĕвне, ÿсĕмне хак памалли йĕрке питĕ çирĕп пулнă. Çапах та эпир пĕтĕмĕшле кăтартупа республикăра тăваттăмĕш вырăн йышăнни начар мар. Виçĕм çулхи экономика ăмăртăвĕнче тăххăрмĕшсемччĕ. Çулталăкра темиçе картлашка çÿлелле хăпарни тем тесен те кăмăллă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2008
00:00
Поделиться