Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паллашăр: санăн çыннусем, Шăнкăртам!

Шăнкăртам районта пысăк ялсенчен пĕри. Кунтан паллă та пултаруллă, хисеплĕ çынсем сахал мар тухнă. Ял халăхне, çитĕнекен çамрăк ăрăва вĕсемпе çывăхрах та тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе ялти вăтам шкулта Р.Алеева шкул директорĕн çумĕ ертсе пынипе “Санăн çыннусем, Шăнкăртам” кружок проектне йĕркеленĕ.

Ăна пĕрремĕш хут хÿтĕлеме вара Чăваш Республикин Тĕн Управленийĕн председателĕнчен Альбир Рифкатович Кргановран пуçланă. Альбир хазрат районта, республикăра халăх туслăхне çирĕплетес, тĕн йăли-йĕркине çирĕп тытса пырас тесе чылай вăйĕпе ăсне усă курать, тĕрлĕ конференципе конгреса хастар хутшăнать. Çавăнпах ĕнтĕ Шăнкăртамри паллă çынсенчен чăн малтан унăн ятне асăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2008
00:00
Поделиться