Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Оборонăпа спорт вăййисен уйăхлăхĕ

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе тĕрлĕ мероприяти иртет. Уйăхлăхра сывлăш вăйĕпе перекен винтовкăпа йĕркеленĕ ăмăрту нумайлăха аса илмелле тăрса юлчĕ. Вăтам классем хушшинче ăста персе 7-мĕш “а” класс мала тухма пултарчĕ. II-III вырăнсене 6-мĕш “б” па 7-мĕш “б” классем пайларĕç.

Аслисенчен 10-мĕш “е” класа çитекенни пулмарĕ. Ăста перекенсем хушшинче С.Луков, Ю.Ламаев, Н.Алексеева, С.Антипов, Э.Тихонов, А.Михайлова “снайперсем” палăрчĕç.

Аслă классем хушшинче ирттернĕ биатлон ăмăртăвĕнче 10-мĕш “г” класс-команди çĕнтерме пултарчĕ. II-III вырăнсене 10-мĕш “е” тата 11-мĕш “е” классем йышăнчĕç.

Çавăн пекех çарпа спорт вăййи “Зарница”, “Орленок” çÿллĕ шайра иртрĕ. Команда-классем малтан контрольнăй карттăсем илчĕç. Вĕсене вуласа этапсем витĕр тухмалла пулчĕ. Кунта истори, право, медицина, азимут, топографи, тăван тавралăха пĕлни кирлĕ. “Орленок”, “Зарница” вăййисене пĕтĕмлетсен малти вырăнсене 7-мĕш “а”, 8-мĕш “б”, 5-мĕш “а” команда-классем тухма пултарчĕç.

Оборона-массăллă тата спорт уйăхлăхне пĕтĕмлетнĕ хыççăн директор çумĕ С.Кальметов çĕнтерÿçĕ командăсене парнесемпе Хисеп хучĕсем парса саламларĕ. Çирĕп сывлăх, вĕренÿре çитĕнÿсем сунса вĕçлерĕ хăй сăмахне шкул директорĕ Л.Сафронова.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2008
00:00
Поделиться