Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Дмитрий МЕДВЕДЕВ суйлавçăсене тав тăвать

Вăл хăйне суйланине çĕр-шывăн социаллă пурнăçĕпе экономикин тĕп тĕллевĕсене пурнăçлама шанни вырăнне хурать – çакăн çинчен “Интерфакс” информаци агентстви пĕлтернĕ.

“Раççей президентне суйлама сасăлава хутшăннă хамăр çĕр-шывăн гражданĕсене пурне те чун-чĕререн тав тăвас килет”, – тенĕ Д.Медведев эрне кун каçхине. Вăл суйлава 74 миллион çын ытла е суйлавçăсен пĕтĕм йышĕн 69, 7 проценчĕ хутшăннине палăртнă. “Ку питĕ пысăк йыш, çакă мана хамăр çĕр-шыв умĕнчи социаллă пурнăçпа экономикăн тĕп тĕллевĕсене пурнăçламашкăн, пирĕн граждансен пурнăçне лайăхлатмашкăн ĕçлеме шанăç кÿрет”.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2008
00:00
Поделиться