Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Авторпа тĕл пулчĕç

Пуян пирĕн Юхма ен писатель-поэтсемпе. Вĕсен хайлавĕсем тăван чĕлхепе çеç мар, ют чĕлхепе янăрани пире пушшех те мăнаçлантарать. Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра тăрăшакансем вара семинарсенче авторсемпе тăтăшах тĕл пулусем йĕркелеме май тупаççĕ.

Хальхинче Туçари В.Салминăн “Село: человек на гребне реформ” кĕнекине хак пачĕç. Т. Иванова библиотекарь авторпа, вăл утса тухнă çул-йĕрпе паллаштарчĕ. “Единая Россия” политика партин районти уйрăмĕн ертÿçи А.Казенов ăнăçусем сунчĕ.

Туçа тăрăхĕнчи А.Капитонова, А.Кузнецова, Л.Зайцева, Г.Рахматуллина библиотекарьсем те автор пирки нумай ыррине асăнчĕç, малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунчĕç.

В.Ярушкина – Валерий Ивановичăн ĕçтешĕ. Вăл В.Салмина çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсем, вĕсене ĕçе кĕртме сывлăх сунчĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕн, университетăн Патăрьел филиалĕн аслă преподавателĕн, РФ тата ЧР ĕç ветеранĕн В.Салминăн кĕнеки – пĕрре-мĕш. Халиччен хăйĕн хайлавĕсене тĕрлĕ хаçат страницисенче çутатнă вăл.

Калăпланă кĕнеке ял хуçалăх, организаци-предприяти ертÿçисемшĕн, фермер хуçалăхĕсемшĕн, бухгалтер-экономистшăн пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçа виçсе хаклама вĕрентет.

Тĕп библиотека ертÿçин çумĕ Н.Мазякова автора кĕнекесен йышне ÿстерме ăнăçусем сунчĕ.

Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче тĕп библиотека ертÿçи Н.Исаева цифрăллă, çумĕ Н.Мазякова çырса хатĕрленĕ отчетсене тишкерчĕç. 2007 çулхи чи ла-йăх библиотека ятне Па-тăрьелĕнчи ача-пăча библиотеки тивĕçнине пĕл-терчĕç.

Иртнĕ çул чи нумай кĕнеке вулакансене палăртрĕç. Вĕсем 7-10 çулхисем хушшинче Упамсари Л.Таганова, 11-13 çулхисенчен Нăр-ваш Шăхалĕнчи И.Кошкина, 14-17-сенчен Çĕнĕ Ахпÿртри А.Игнатьев пулчĕç. Патăрьелĕнчи 73 çулхи А.Осипова та кĕнекепе туслисен йышĕнче.

Компьютерсемпе ĕçлекен М.Хлебникова “Компьютер тата вируссем, вĕсене епле пĕтермелле” темăпа, Н.Ракова библиотекарь “Ял вулавăшĕ” альманаха тишкерсе ырă сĕнÿсем пачĕç.

Ыхра Çырминчи ял библиотекинче тăрăшакан Р.Сайдашевăна юбилейпа саламларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2008
00:00
Поделиться