Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çемье çулталăкĕнче Башмаковсем палăрнă

Çĕр-шывра пыракан Çемье çулталăкне халалласа районти ĕç коллективĕсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Акă, Турханти вăтам шкулта кĕçĕн классем хушшинче “Атте, анне, эпĕ – спорт çемйи” спорт ăмăртуне ирттернĕ. Çемьесем вунă тĕрлĕ тупăшура вăй виçнĕ. Кĕрешÿре туслăх çĕнтернисĕр пуçне ыттисемшĕн Башмаковсен çемйине кашни ăмăрту тĕсĕпех кăтартуллă та вăйлă пулнине палăртса хăварнă. Вĕсемех хаклă парнене тивĕçнĕ. Сывă та тĕреклĕ çемьене малашне те спортра çитĕнÿ тума ăнăçу суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2008
00:00
Поделиться